11 Усал ӗҫрен пӑрӑнтӑр, ырӑ ӗҫ тутӑр; канӑҫлӑх шыраса канӑҫлӑх патне ӑнтӑлтӑр.
Вара эсир Ҫӳлти Аҫӑрӑн ачисем пулӑр. Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне тӳрӗ пурӑнакансем ҫине те, тӳрӗ мар пурӑнакансем ҫине те ҫутарать.
Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ, вӗсене Турӑ ывӑлӗсем тейӗҫ.
Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.
Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, эсир вӗсене хӑҫан ырӑ тӑвас тетӗр, ҫавӑн чухне пулӑшма пултаратӑр. Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук.
Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
Унтан Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑмат кун мӗн тумалла? Ыррине-и е усаллине? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен.
Эсӗ вӗсене ку тӗнчерен илсемччӗ тесе кӗлтумастӑп, усал-тӗселтен сыхласа хӑварсамччӗ тесе кӗлтӑватӑп.
Май пур пулсан пуринпе те ҫураҫуллӑн пурӑнӑр.
Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫме-ҫиме таврашӗ мар, Святой Сывлӑш паракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ.
Эппин, пӗр-пӗрне килӗштерсе, ӗненӳре ҫирӗплетсе пурӑнмалли майсене шырар.
Ҫапла ӗнтӗ, ӗненӳпе тӳрре тухсан эпир Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ Турӑпа ҫураҫу тупатпӑр.
Хам тӑвас тенӗ ыррине тӑваймастӑп, хам тӑвас темен усаллине вара тӑватӑп.
Эпӗ хам ӑшӑмра ҫакӑн пек йӗрке пуррине асӑрхарӑм: ырӑ тӑвас тенӗ чухне усал сиксе тухать.
Ӳт-пӳ туртни – вилӗм, Сывлӑш ыйтни – чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх.
Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ,
Ҫапла вара, ҫӗр ҫинче пурӑнас кунсенче пурне те ырӑ тӑвӑр. Уйрӑммӑнах ӗненекен тӑванӑмӑрсене ырӑ тӑвар.
Сире пӗр ӳт-пӳ пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗнсе илнӗ. Чӗрӗрсенче Турӑ канӑҫлӑхӗ хуҫалантӑр, кӑмӑлӑрсем пархатарлӑ пулччӑр.
Пуянсене ырӑ ӗҫ тума ӳкӗтле, вӗсем ырӑ ӗҫӗсемпе пуян пулччӑр, укҫи-тенкине ан хӗрхенччӗр, яланах пулӑшма хатӗр пулччӑр.
Ҫынсемпе килӗштерсе, сӑваплӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Сӑвапсӑр пурӑнсан Хуҫа Туррӑмӑра кураймӑр.
Пӗрне-пӗри ырӑ тума ан манӑр, туслӑ пурӑнӑр – Турра шӑпах ҫакнашкал парнесем юрӑхлӑ.
Ҫапла вара, ырӑ тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ырӑ туман ҫын ҫылӑха кӗрет.
Мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ тӳрӗ ҫынсем ҫине пӑхать, вӗсен кӗллине итлет. Усал тӑвакансенчен вара вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтерес тесе Хуҫамӑр пӑрӑнать.
Савнӑ тӑванӑм! Усаллинчен мар, ырринчен тӗслӗх ил. Ырӑ тӑвакан ҫын вӑл Турӑран, усал тӑвакан вара Турра пӗлмест.