Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 2:8 - Синодальный НЗ

8 Турӑ сӑмахне ӗненменнисене унран такӑнма пӳрнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 2:8
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Симеон вӗсене пилленӗ те, Ача Амӑшне Марияна каланӑ: «Мария, Сан чуну хӗҫпе каснӑ пек касӑлӗ, мӗншӗн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ. Ун пирки нумай тавлашӗҫ, чылайӑшӗ ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫапла вӗсен чун-чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем палӑрӗҫ».


Тен, Хӑйӗн ҫиллине тата Хӑйӗн хӑватне кӑтартас тесе, Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсене – пӗтме пӳрнӗ ҫилӗ чӳлмекӗсене – пысӑк тӳсӗмлӗхпе хӗрхенсе пурӑннӑ?


Эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл такӑнса ӳкмелли чул, грексемшӗн – пуҫа вырнаҫми япала.


Пӗрисемшӗн эпир вилӗм кӳрекен пӗтмелли шӑршӑ, теприсемшӗн – чӗрӗлӗх паракан пурӑнӑҫ шӑрши. Ҫак тивӗҫе кам хӑй ҫине илме пултарӗ?


Эй, тӑвансем! Хӑш-пӗрисем эпӗ халӗ те ӳт кастарасси ҫинчен вӗрентетӗп теҫҫӗ. Эппин мана мӗншӗн хӗсӗрлеҫҫӗ? Эпӗ халӗ те ӳт кастарас пирки вӗрентнӗ пулсан, хӗрес ҫинчен вӗрентни вӗсене чӑрмантарман пулӗччӗ.


Турӑ пире Хӑйӗн ҫиллине кӑтартма мар, Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ ҫӑлӑнӑҫ пама палӑртса хунӑ.


Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Акӑ, суйласа илнӗ, хаклӑ, никӗсри тӗп чула Эпӗ Сионра хуратӑп; Ӑна ӗненекен намӑса юлмӗ».


Ҫапла вара, сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, Вӑл питӗ хаклӑскер. Ӗненменнисемшӗн – ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул кӑна. Анчах та Вӑл никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Вӑл – такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул.


Сире ултавлӑ сӑмахпа ҫавӑрса вӗсем пуяс кӑмӑлне тултарӗҫ. Анчах та вӗсене айӑплав хунӑ та ӗнтӗ, вӗсем пӗтесси инҫе мар.


Мӗншӗн ҫырас терӗм-ха? Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем сирӗн хушшӑра вӑрттӑн шӑвӑнса кӗчӗҫ. Унашкаллисене айӑплав пуласси ҫинчен Ҫырнинче тахҫанах каланӑ. Турра хисеплемен ҫав ҫынсем Турӑ панӑ ырӑлӑха пула тем тума та юрать теҫҫӗ. Хӑйсем вара пӗртен-пӗр Патша Турра, Иисус Христос Хуҫамӑра йышӑнмаҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ