25 Мӗншӗн тесен эсир ҫӗтсе кайнӑ, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем евӗрччӗ, халӗ вара чунӑрсен Кӗтӳҫи тата Сыхлавҫи патне тавӑрӑнтӑр.
Епле шутлатӑр эсир? Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫӗр пуҫ сурӑх пур тейӗпӗр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне ту хушшинче хӑварса, ҫухалнине шырама каймӗ-и?
Ушкӑн-ушкӑн халӑха курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ: арпашса та саланса кайнӑ ҫынсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ.
Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри,
Эй, сӑваплӑ тӑванӑмӑрсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр ӗненӗвӗмӗр апостолӗ, Аслӑ священник Иисус Христос ҫинчен шухӑшлӑр-ха.
Пӗлменнипе е аташнипе ҫылӑха кӗнисене вӑл хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесен хӑй те ҫитменлӗхсӗр мар.
Ӗлӗк-авал, Ной вӑхӑтӗнче, карап тунӑ чухне, Турӑ ҫав чунсем пӑхӑнасса чӑтӑмлӑн кӗтнӗ пулин те, вӗсем пӑхӑнман. Вара карап ҫине нумаййӑн та мар, саккӑрӑн ларнӑ та шыв ҫинче ҫӑлӑнса юлнӑ.
Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр.