Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 2:24 - Синодальный НЗ

24 Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 2:24
50 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Пилат Вараввӑна кӑларса янӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.


Калатӑп сире: сирӗн тӳрӗлӗхӗр фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисен тӳрӗлӗхӗнчен тӗрӗсрех пулмасан, эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр».


Ҫапла Турӑ Исаия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха тата чир-чӗре илсе кайрӗ».


Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларттарнӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.


«Хуҫа Туррӑн Сывлӑшӗ Ман ҫинче, Вӑл Мана суйласа илсе чухӑнсене Ырӑ Хыпар вӗрентме ячӗ. Вӑл Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма ячӗ. Тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисене куракан тӑвасса, пусмӑртисене хӑтарасса,


Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки.


Пилат вара Иисуса хурал аллине панӑ та хӗнеме хушнӑ.


Турӑ сумлӑхӗнчен хӑракан, чӑнлӑхпа пурӑнакан кирек мӗнле халӑх ҫыннине те Турӑ кӑмӑллать.


Эпир – Вӑл Иудея ҫӗрӗнче тата Иерусалимра мӗн-мӗн тунине курса ҫирӗплетекенсем. Юлашкинчен иудейсем Ӑна йывӑҫ хӗрес ҫине пӑталаса вӗлерчӗҫ.


Кайран вара, Ҫырнинче Ун ҫинчен каланине пӗтӗмпех пурнӑҫласан, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса тупӑклӑха хучӗҫ.


Эсир йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн мӑн асаттемӗрсен Турри чӗртсе тӑратрӗ.


Эсир те ҫаплах, Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗр пулса, хӑвӑра ҫылӑхшӑн – вилӗ, Турӑшӑн – чӗрӗ тесе шутлӑр.


Сирӗн ӳт-пӗвӗрӗн нихӑш пайӗ те ҫылӑх аллинчи йӗркесӗрлӗх хатӗрӗ ан пултӑр. Ун вырӑнне, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пек пулса, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Сирӗн ӳт-пӗвӗн пур пайӗ те вара тӳрӗлӗх хатӗрӗ пултӑр.


Эсир пӗлместӗр-им? Камӑн чури пулса пӑхӑнма килӗшетӗр – ҫавӑн чури пулатӑр та, ҫавна пӑхӑнатӑр: е вилмешкӗн ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрре тухмашкӑн Турра пӑхӑнатӑр.


Ҫылӑхшӑн эпир вилӗ: епле тата пирӗн ҫылӑха кӗрсе пурӑнас?


Анчах та халӗ, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чурисем пулса тӑрсассӑн, ырӑ ӗҫӗрсем сире сӑваплӑх параҫҫӗ, ҫав ӗҫсемпе эсир ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑр.


Мӗншӗн тесен вилни ҫылӑха кӗресрен хӑтӑлнӑ ӗнтӗ.


Анчах та халӗ, хамӑра ҫыхса тӑракан саккуншӑн вилӗ чухне, эпир саккун хушнисенчен ирӗклӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир саккунри кивӗ сас паллисем хыҫҫӑн кайса мар, ҫӗнелнӗ чун хавалӗпе Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнатпӑр.


Мӗншӗн тесен эпӗ сире чӑн малтанах хам мӗн йышӑннине патӑм: Ҫырнинче каланӑ пекех, Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ.


«Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп».


Христос пирӗн ылхана Хӑй ҫине йышӑнса пире саккун ылханӗнчен Хӑйӗнпе тӳлесе илнӗ, мӗншӗн тесен: «Йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса асаплантарса вӗлернӗ ҫын ылханлӑ», – тесе ҫырнӑ вӗт-ха.


Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑшӑн ҫимӗҫӗсем ҫаксем: ырӑлӑх, тӳрӗлӗх тата чӑнлӑх.


Иисус Христос урлӑ илнӗ тӳрӗлӗхӗн тулӑх ҫимӗҫне пула сирӗн Турра мухтава кӑлармалла пултӑрччӗ тетӗп.


Эпир те, ӳт кастарнисем, саккун тӑрӑх парӑмлӑччӗ. Ҫав парӑм хучӗ тӑрӑх пирӗн мӗн-мӗн тумаллине чӗрсе пӑрахса, хутне хӗрес ҫине ҫапса, Христос Хӑйӗн асапӗпе пирӗн парӑма пӗтернӗ.


Ҫапла вара, эсир Христоспа пӗрле вилнӗ, этемӗн шухӑш варкӑшӗсенчен хӑпнӑ. Мӗншӗн-ха эппин, ҫак тӗнче ҫыннисем пек, авалхи йӗркесене пӑхӑнатӑр?


Мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинчи ҫылӑхлӑ пурӑнӑҫшӑн эсир вилӗ, сирӗн пулас пурӑнӑҫӑр Турӑпа юнашар ларакан Христоспа пӗрле упранать.


Христос Хӑйӗн ӳтне Турӑ ирӗкӗпе пӗрре тата яланлӑха парнелӗхе кӳнипе эпир тасалнӑ.


Ҫавӑнпа та Христос, тӗнчене килсе, ҫапла калать: «Ахаль парне те, пусса панӑ парне те Сана кирлӗ пулмарӗ, ҫавӑнпа Эсӗ Мана ӳт-пӳллӗ турӑн.


уксахлакан урӑр ан мӑкӑлтантӑрччӗ, сиплентӗрччӗ тесе, тӳрӗ сукмакпа утӑр.


Пирӗн Аслӑ священник ҫавнашкал пулмалла та: таса, ҫылӑхсӑр, ҫитменлӗхсӗр. Ӑна, ҫылӑхлисенчен уйӑрса, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленӗ.


Ҫавнашкалах Христос та, нумай ҫыннӑн ҫылӑхне илсе каяс тесе, Хӑйне пӗрре Турра парнелӗхе кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне Вӑл пире ҫылӑхран хӑтарма мар, Хӑйне кӗтекенсене ҫӑлас тесе килӗ.


Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене пӗр-пӗрне уҫса парӑр. Сывалас тесессӗн пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни тем тума та пултарать!


Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.


Эй, ачамсем! Сире никам та илӗртсе ан улталатӑр. Кам тӳрӗлӗхлӗ ӗҫ тӑвать, ҫав Унашкалах тӳрӗлӗхлӗ.


Малалла ҫав юхан шыв хула витӗр юхать. Шыв икӗ енӗпе те пурӑнӑҫ йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ. Ҫулталӑкра вӗсем вун икӗ хут ҫимӗҫ параҫҫӗ. Кашни йывӑҫҫи уйӑхра пӗрре ҫимӗҫ парать, йывӑҫ ҫулҫисем – халӑхсене сиплемешкӗн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ