Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 2:23 - Синодальный НЗ

23 Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 2:23
32 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Пире тӗрӗсех айӑпланӑ, ӗҫӗмӗрсемшӗн эпир вилӗме тивӗҫлӗ. Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман».


Иисус хытӑ кӑшкӑрса каланӑ: «Эй, Аттем! Сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп». Ҫапла каласанах Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.


Ирод Ӑна тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, анчах Иисус хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламан.


Хӑй малтанах суйласа илнӗ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳрӗ суд тумалли куна Турӑ палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Ҫавна ҫынсене пурне те ӗнентерес тесе, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ».


Эй, Турӑҫӑм, Эсӗ Хӑвӑн Святой Ывӑлу Иисус ячӗпе чирлисене сыватма, паллӑсемпе хӑватсем кӑтартма аллуна Тӑсаканскер, вӗсем пире юнанине курсам. Эй, Турӑҫӑм, Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна вӗрентме хӑюлӑх парсам».


Стефана чулпа пеме пуҫланӑ. «Эй, Иисус Хуҫамӑр! Ман чунӑма йышӑнсам!» – тесе кӗлтунӑ Стефан.


Хуҫамӑрӑн вӗренекенӗсене чун-чӗререн курайманнипе, вӗлерме те хатӗр пулнипе Савл аслӑ священник патне пынӑ.


Анчах та эсӗ кутӑн, ӳкӗнес теместӗн, ху валли хӑвах ҫилӗ пуҫтаратӑн. Турӑ ҫиллин кунӗнче Унӑн тӳрӗ судне эсӗ курӑн-ха.


Эсир те, хуҫасем, чурасемпе ҫавнашкалах ырӑ пулӑр, вӑйпа хӑратма пӑрахӑр. Ҫакна астӑвӑр: вӗсен те, сирӗн те тӳпере пӗр Хуҫа, ҫын кам пулнине Вӑл пӑхмасть.


Эсир хӗн-хур тӳсни Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулассине пӗлтерет; эсир хӑвӑра тивӗҫес Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӳсетӗр.


Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.


Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.


Халсӑрланса кӑмӑл ҫирӗплӗхне пӗтерес мар тесен, ҫылӑхлӑ ҫынсен мӑшкӑлне Тӳсекенӗ пирки шухӑшлӑр.


Усала хирӗҫ усалпа, сӑмахпа кӳрентернине хирӗҫ кӳрентерӳпе ан тавӑрӑр, тавӑрас вырӑнне пиллӗх сунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: Турӑ сире пиллӗхлӗ пулмашкӑн суйласа илнӗ.


Эппин, Турӑ ирӗкӗпе асап тӳсекенсем чунӗсене Хӑй сӑмахне тытакан Пултаракана шанса паччӑр, малашне те ырӑ тусах пурӑнччӑр.


Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ