20 Айӑпа кӗнишӗн хӗненине чӑтӑмлӑн тӳсетӗр пулсан, сире мӗн мухтамалли пур? Анчах та ырӑ тунишӗн нуша куратӑр, тӳсетӗр пулсан – ҫакӑ Турра юрӑхлӑ.
Вара ҫынсем Ӑна питрен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ, теприсем тата ҫапнӑ пеккӗн
Хӑвӑр тӑванӑрсене анчах саламлатӑр пулсан, эсир кирлинчен ытла мӗнех тӑватӑр? Урӑх халӑх ҫыннисем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?
Хӑшӗ-пӗрисем Ун ҫине сура пуҫланӑ, Иисусӑн питне хупласа, ҫапа-ҫапа каланӑ: «Пророк пулсан кам ҫапнине кала!» Ӑна тарҫӑсем те питрен ҫупа-ҫупа янӑ.
Хӑвӑра юратакансене кӑна саватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те хӑйсене юратакан ҫынсене саваҫҫӗ.
Эпир паян кунчченех ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман ҫӳретпӗр, пире хӗнеҫҫӗ, кил-ҫуртӑмӑр та ҫук.
Ырришӗн ман умра кӑна мар, яланах тӑрӑшмалла.
Турра мӗн юрӑхлине пӗлмешкӗн тӑрӑшӑр.
Хама мӗн кирлине эпӗ пӗтӗмпех илтӗм, ытлашшипех те илтӗм. Эсир Епафродитран парса янӑ парнесене илсен кӑмӑлӑм тулчӗ. Эсир парса яни – Турра юрӑхлӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пек.
Айӑпсӑрах хӗн-хур куракан хӑйӗн асапне Турӑ ҫинчен шухӑшласа тӳсӗмлӗн чӑтни Турра юрӑхлӑ.
Енчен те тӗрӗслӗхшӗн хур куратӑр пулсан, эсир телейлӗ. Усал тӑвакансенчен ан шикленӗр, ан хӑрӑр.
Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулсассӑн, эппин, ырӑ ӗҫшӗн асапланни усал ӗҫшӗн асапланнинчен аванрах.