Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 2:2 - Синодальный НЗ

2 ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн ӳссе ҫитеесчӗ тесе, кӑкӑр ачисем пек, чун-чӗмӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 2:2
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Чӑн калатӑп сире: улшӑнаймасан, ача пек пулаймасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр.


Анчах та Иисус ҫапла каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Ҫӳлти Патшалӑх вӗсем пеккисемшӗн».


Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ».


Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ».


Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ.


Эй, тӑвансем! Ача ӑслӗ ан пулӑр. Усалли тӗлӗшӗнчен ача пек пулӑр, анчах та ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен ҫитӗнсе ҫитнисем пек пулӑр.


Ҫав тӗп чул ҫинче пӗтӗм ҫурт тытӑнса тӑрать. Вӑл, тикӗс купаланса, Хуҫамӑра халалланӑ таса Чиркӳ пулса пырать.


Пирӗн вара чӑнлӑха пӗлтерсе, юратса чун-чӗрепе Ун патнелле ӳссе ҫӗкленмелле; Христос вӑл – Пуҫ.


Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.


Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ.


Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ