Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 2:19 - Синодальный НЗ

19 Айӑпсӑрах хӗн-хур куракан хӑйӗн асапне Турӑ ҫинчен шухӑшласа тӳсӗмлӗн чӑтни Турра юрӑхлӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 2:19
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хӑвӑра юратакансене кӑна саватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те хӑйсене юратакан ҫынсене саваҫҫӗ.


Ҫавна сире йӑлтах Ман ятӑмшӑн тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен тӗнче Мана кунта Яракана пӗлмест.


Турӑ тивлетне хӑй куҫӗпе хӑй ҫитсе курсан вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Вара Варнава пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа Хуҫамӑра пӑхӑнса тӑма ӳкӗтленӗ.


Ҫавӑнпа пуҫлӑхсене айӑпласран хӑранипе кӑна мар, чун хушнипе те пӑхӑнмалла.


Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.


Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.


Эй, тӑвансем! Халӗ эпир сире Македонири ӗненекен ушкӑнсене Турӑ панӑ ырӑлӑх ҫинчен пӗлтересшӗн.


Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.


Ахальлӗн ҫынсем парне кӳме пӑрахӗччӗҫ, мӗншӗн тесен парне кӳрекенсем, пӗрре ҫылӑхран тасалнӑскерсем, хӑйсем ҫылӑхлине пӗлми пулӗччӗҫ.


Айӑпа кӗнишӗн хӗненине чӑтӑмлӑн тӳсетӗр пулсан, сире мӗн мухтамалли пур? Анчах та ырӑ тунишӗн нуша куратӑр, тӳсетӗр пулсан – ҫакӑ Турра юрӑхлӑ.


Сирӗнтен пӗрин те вӗлерсе е вӑрласа, е усал туса, е ҫынӑнне хапсӑнса айӑпланмалла ан пултӑрччӗ ҫеҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ