18 Эй, тарҫӑсем! Хуҫӑрсене хӑраса сума сӑвӑр. Ырӑ та хӗрхенӳллӗ хуҫасене кӑна мар, хаяррисене те сума сӑвӑр.
Эпӗ, Павел, сирӗнпе куҫа-куҫӑн чухне йӑвашскер, сирӗнтен аякра чухне хаярскер, сире Христос йӑвашлӑхӗпе тата хӗрхенӳлӗхӗпе ӳкӗтлетӗп.
Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ,
Вӗсем пуринпе те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫчӑр, харкашса ан ҫӳреччӗр, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулса, хӑйсене пур ҫынпа та йӑваш тыткалаччӑр.
Ҫӳлтен анакан ӑс вара чӑн малтанах – таса, унтан – татуллӑ, сӑпайлӑ, пӑхӑнуллӑ, пысӑк хӗрхенӳллӗ те ырӑ ӗҫлӗ, тӗрӗслӗхлӗ, икӗ питлӗ мар.