Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 2:16 - Синодальный НЗ

16 Ирӗклӗ ҫынсем пулин те, ирӗклӗхпе витӗнсе усал тӑвакансем пек мар, Турӑ чурисем пек пурӑнӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 2:16
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.


Эпӗ тӗнчене килмен пулсан, каламан пулсан, вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем, ҫылӑхлӑскерсем, хӑйсене тӳрре кӑлараймӗҫ.


Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пулса тӑтӑр.


Анчах та халӗ, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чурисем пулса тӑрсассӑн, ырӑ ӗҫӗрсем сире сӑваплӑх параҫҫӗ, ҫав ӗҫсемпе эсир ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑр.


Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр чӗнсе илнӗ чура вӑл – Хуҫамӑрӑн ирӗке кӑларнӑ ҫынни. Ҫавнашкалах, ирӗклӗ чух чӗнсе илни – Христос чури.


Ҫапла вара, хамӑра Христос панӑ ирӗклӗхе ҫирӗп упраса пурӑнӑр, каллех чуралӑх пусмӑрне кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр.


Эй, тӑвансем! Сире ирӗклӗ пулма чӗнсе илнӗ. Анчах та ирӗклӗх ӳт-пӗве юрамашкӑн сӑлтав ан пултӑр! Эсир пӗр-пӗрне юратса, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса пурӑнӑр.


Йӑпӑлтисем пек, куҫ умӗнче кӑна тӑрӑшкаланҫи ан тӑвӑр; пӗтӗм чунран Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа, Христос чурисем пек пулӑр.


Турӑ сире Хӑйӗн еткерне парасса эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Христос Хуҫамӑршӑн тӑрӑшатӑр.


Турӑ курать: эпир сирӗн умӑрта нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, пирӗн пуяс-тӑвас шухӑш пулманнине те хӑвӑрах пӗлетӗр.


Кам та кам Туррӑн паха саккунне, ирӗклӗх саккунне ӑша хывса пурнӑҫлать, ҫав хӑйӗн ӗҫ-пуҫӗнче телейлӗ пулӗ. Вӑл илтнине манакан мар, Турӑ сӑмахӗ хушнине туса тӑракан.


Эсир ӗнтӗ хӑвӑра ирӗклӗх паракан саккунпа айӑпланас ҫынсем пек калаҫӑр, пурӑнӑр.


Суя вӗрентӳҫӗсем вӗсене ирӗклӗх сӗнеҫҫӗ, хӑйсем вара – ирсӗрлӗх чурисем. Этем кама е мӗне пӑхӑнать, ҫавӑн чури пулать.


Мӗншӗн ҫырас терӗм-ха? Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем сирӗн хушшӑра вӑрттӑн шӑвӑнса кӗчӗҫ. Унашкаллисене айӑплав пуласси ҫинчен Ҫырнинче тахҫанах каланӑ. Турра хисеплемен ҫав ҫынсем Турӑ панӑ ырӑлӑха пула тем тума та юрать теҫҫӗ. Хӑйсем вара пӗртен-пӗр Патша Турра, Иисус Христос Хуҫамӑра йышӑнмаҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ