13 Ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсене Хуҫа Турӑшӑн пӑхӑнӑр: патшана – патшалӑхра чи асли пулнишӗн,
«Патшанне», – тенӗ лешсем. Вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Эппин патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра».
Вара Иисус, вӗсене хуравласа, ҫапла каланӑ: «Патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». Унӑн сӑмахӗсене илтсен вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Иисус вӗсене каланӑ: «Эппин патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра».
Турӑран хӑраса, пӗр-пӗрне итлесе пурӑнӑр.
Ҫакна астутарсах тӑр: вӗсем пуҫлӑхсене, влаҫсене итлесе, пӑхӑнса пурӑнччӑр, кирек епле ырӑ ӗҫ тума та хатӗр пулччӑр.
Пурне те сума сӑвӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, Турӑран хӑрӑр, патшана хисеплӗр.
Ӳт-пӳ хистенин пӑсӑклӑхӗ хыҫҫӑн каякансемпе, тӳпери влаҫсене ним вырӑнне те хуманнисемпе мӗн тумаллине вара Турӑ тата лайӑхрах пӗлет. Ҫавнашкаллисем чӑрсӑрланма, кутӑнлашма юратаҫҫӗ, ҫӳлти ангелсене хурлама та именмеҫҫӗ.