Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 2:12 - Синодальный НЗ

12 Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 2:12
46 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗренекенӗ вӗрентекен пек пулсан, тарҫи хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине Веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ пирки пушшех те ҫапла каламӗҫ-и?»


Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ.


Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсем хушшинче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр».


Халӑх вара, ҫакна курсан, питӗ тӗлӗннӗ, этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.


«Израилӗн Хуҫа Туррине мухтав! Вӑл килсе Хӑйӗн халӑхне хӑтӑлмалла турӗ;


Вӗсем сана та, ачусене те тӗп тӑвӗҫ; ҫак вырӑнта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ хӑвӑн патна Турӑ килнӗ вӑхӑта пӗлеймерӗн».


Этем Ывӑлӗ пирки сире ҫынсем курайми пулсан, сирӗнпе хутшӑнми пулсан, хурласан, сирӗн ятӑртан та усал сӑмах туса хурсан, эсир телейлӗ пулӑр.


Иуда тухса кайсан Иисус каланӑ: «Паянтан Этем Ывӑлӗ мухтава тухрӗ, Ун урлӑ Турӑ та мухтава тухрӗ.


– Турӑ урӑх халӑх ҫыннисене Хӑй ячӗпе пухса Хӑйӗн халӑхӗ тума малтанах кӑмӑл туни ҫинчен Симон пире ӑнлантарса пачӗ.


Халӗ хӑйсем мана хирӗҫ кӑларса тӑратнӑ айӑплава вӗсем нимӗнпе те ӗнентереймӗҫ.


Суда илсе пырсанах Павела Иерусалимран пынӑ иудейсем сырса илнӗ, ун ҫинчен нумай йывӑр айӑп каланӑ, анчах айӑпӗсем чӑннине ӗнентереймен.


Ӗнтӗ пирӗн ҫак вӗрентӳ пирки эсӗ ху мӗн шухӑшланине пӗлес килет, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пирки таҫта та тавлашнине эпир пӗлетпӗр».


Усала хирӗҫ усалпа никама та ан тавӑрӑр, ҫынсемшӗн мӗн ырӑ – ҫавна тӑвӑр.


Эппин, кун ҫутинчи пек йӗркеллӗ пурӑнар. Намӑссӑрланса та ӗҫке ярӑнса, ясарланса та аскӑнланса, хирӗҫсе те кӗвӗҫсе пурӑнар мар.


Кам ҫапла пурӑнса Христосшӑн тӑрӑшать, ҫав Турра та юрӑхлӑ, ҫынсем умӗнче те хисеплӗ.


Урӑх халӑхсем те Турра мухтаччӑр тесе, Вӑл, Хӑйӗн ырӑлӑхне пула, вӗсен тарҫи те пулнӑ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Эй, Турӑҫӑм, Сана уншӑн ытти халӑхсем хушшинче чапа кӑларӑп, Санӑн ятна мухтаса юрлӑп».


Ҫапла майпа унӑн вӑрттӑн шухӑш-кӑмӑлӗ палӑрӗ, вӑл Турра чӗркуҫленсе пуҫҫапӗ те: «Турӑ чӑнласах та сирӗнпе», – тейӗ.


Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.


Сирӗн нимӗнле усал ӗҫ те тумалла ан пултӑрччӗ тесе Турра кӗлтӑватпӑр. Ҫакна эпир хамӑра тӗрӗслев витӗр тухнӑ пек кӑтартасшӑн тумастпӑр. Эпир тӗрӗслев витӗр тухайман пек туйӑнсан та, сирӗн ырринех тумалла пултӑрччӗ тетпӗр.


мӗншӗн тесен ырришӗн пирӗн Хуҫа Турӑ умӗнче кӑна мар, ҫынсем умӗнче те тӑрӑшмалла.


Тахҫан эпир хамӑр та ҫавнашкалахчӗ: ӳт-пӳ хистенӗ хыҫҫӑн, ӳт-пӳпе шухӑш-кӑмӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каяттӑмӑр. Эпир те, этем йӑхӗнчисем, ыттисем пекех, Турӑ ҫилли ҫитес ҫынсем пулнӑ.


Ҫав чӑнлӑха пула ултавлӑ аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ҫӗрӗшсе пӗтекен кивӗ ҫыннӑн пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахӑҫламаллине,


Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ.


Эй, тӑванӑмсем! Юлашкинчен ҫакна калам: чӑнни, хисепли, тӗрӗсси, таси, юратулӑхпа ырӑ сӑмаха тивӗҫли пирки, кӑмӑллипе мухтавли пирки шухӑшлӑр.


Хамӑрӑн лӑпкӑн та канӑҫлӑн, Турра хисеплесе, тасан пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе, патшасемшӗн те, мӗн пур пуҫлӑхсемшӗн те кӗлтӑвӑр.


Сана ҫамрӑк тесе никам та ҫӳлтен ан пӑхтӑр. Ӗненекенсем санӑн сӑмахна, пурӑнӑҫна, юратулӑхна, чун-чӗмне, ӗненӗвне, тасалӑхна тӗслӗх вырӑнне хуччӑр.


Ҫав тӑлӑх арӑмсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрмалла: ачисене пӑхса ӳстермелле, ӗненекен ҫул ҫӳренсемпе тарават пулмалла, ӗненекен тӑвансен урисене ҫуса ямалла, инкеке лекнисене пулӑшмалла, кирек епле ырӑ ӗҫе те тӑрӑшса тумалла.


Эпир тӗрӗс пурӑнасчӗ тетпӗр, ҫавӑнпа хамӑр чунсем тасине шанатпӑр. Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр.


Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп».


Сирӗнтен кам чӑннипех те ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫав хӑй ӑсне тӳрӗ пурӑнса, ӑслӑ йӑвашлӑхӗпе ырӑ ӗҫсем туса кӑтартса патӑр.


Мӗншӗн тесен Турӑ ирӗкӗ ҫапла: пирӗн, ырӑ туса, пӗлмесӗр калаҫакан ӑссӑр ҫынсен ҫӑварне хупламалла.


Христоспа пӗрлӗхлӗ ырӑ пурӑннӑшӑн сире усал тӑвакансем теҫҫӗ, усал сӑмах сараҫҫӗ. Ҫав элекҫӗсене намӑса хӑвармашкӑн таса чунлӑ пулӑр.


Кама вӗрентме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ сӑмахӗпе калаҫтӑр. Кама Турӑ ячӗшӗн ӗҫлеме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ хӑвачӗпе ӗҫлетӗр. Ҫаксене йӑлтах Иисус Христос урлӑ Турра мухтава кӑларасчӗ тесе тӑвӑр. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ, хӑватлӑ. Аминь.


Енчен те пӗтӗмпех ҫапла пӗтмелле пулсан хӑвӑрӑн епле сӑваплӑ, Турра хисеплесе пурӑнмалли ҫинчен шухӑшлӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ