10 Тахҫан эсир те халӑхах пулман, халӗ – Туррӑн халӑхӗ. Тахҫан сире каҫарман, халӗ – каҫарнӑ.
«Ҫакна Израиль халӑхӗ пӗлмен-им?» – тесе ыйтатӑп татах. Ку ыйтӑва Моисеях Турӑ сӑмахӗсемпе хуравланӑ: «Халӑх тесех те калама ҫук халӑх урлӑ Эпӗ сирӗнте кӗвӗҫӳ ҫуратӑп, ҫав айван халӑх урлах Эпӗ сирӗнте вӗчӗхӳ ҫуратӑп».
Ӗлӗкрех эсир те Турра итлеместӗрччӗ. Халӗ вара иудейсем итлемен пирки Турӑ сире каҫарнӑ.
Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп.
Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.
Эппин, хамӑра тӗрӗслес вӑхӑтра пулӑшма ырӑлӑхпа тивлет илес тесе, чаплӑран та чаплӑ престол патне ҫирӗп кӑмӑллӑн пырар.