Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 1:3 - Синодальный НЗ

3 Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 1:3
56 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.


Шанчӑкӑр сире савӑнӑҫ кӳтӗр, хуйхӑ килсен тӳсӗмлӗ пулӑр, Турра яланах кӗлтӑвӑр.


Шанчӑклӑх Турри сирӗн чун-чӗрӗре, хӑвӑр ӗненнине кура, тӗрлӗ савӑнӑҫпа, канӑҫлӑхпа тултартӑр. Вара шанчӑкӑр Святой Сывлӑш хӑвачӗпе татах ҫирӗпленӗ.


Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ, пире Турӑ умӗнче тӳрре кӑлармашкӑн чӗрӗлсе тӑнӑ.


Ӗлӗкрех эпир Турӑпа хирӗҫсе пурӑннӑ. Пирӗнпе килӗштерес тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне вилӗме панӑ. Халӗ вара, килӗшӳлӗх тупнӑ хыҫҫӑн, Вӑл пире Хӑйӗн Ывӑлӗн чӗрӗлӗхӗпе ҫӑлса хӑваратех.


Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.


ҫакӑ пире ҫӑлӑнӑҫ паракан шанчӑк. Анчах та шанни ҫитсессӗн, курӑнакан пулсассӑн, вӑл шанчӑк пулма пӑрахать. Куҫ умӗнче пуррине кам-ха шанчӑк теейтӗр?


Ӗнтӗ ҫаксем виҫҫӗшӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юратулӑх – ӗмӗр-ӗмӗр пулӗҫ, анчах та аслӑраххи – юратулӑх.


Анчах та Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл – пирвайхи.


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр! Вӑл – хӗрхенӳлӗхӗн Ашшӗ, тем тӗрлӗ лӑплантару Турри.


Ҫак йӗркепе пурӑнакансене, Турӑ суйланӑ Израиль ӗненекенӗсене канӑҫлӑхпа ырӑлӑх пултӑр!


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, мухтав Ашшӗ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан тата вӑрттӑнлӑх уҫакан Сывлӑш патӑрччӗ тетӗп.


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, Унӑн Ашшӗ, мухтавлӑ пултӑр. Вӑл пире, Иисус Христоспа пӗрлӗхлисене, чун-чӗмӗн тӗрлӗ пилӗпе ҫӳлти сӑвапа пилленӗ.


Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни, Унӑн ырӑлӑхӗ тулли пулни пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ.


Анчах та иксӗлми ырӑлӑхлӑ Турӑ пире, ҫылӑха кӗнӗрен вилнӗскерсене, Хӑйӗн пысӑкран та пысӑк юратулӑхӗпе юратса, Христоспа пӗрле чӗртрӗ. Унӑн ырӑлӑхӗпе эсир ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр.


Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе пирӗн ӑшӑмӑрта хамӑр ыйтнинчен те, ӗмӗтленнинчен те ытларах Тӑвакана мухтав пултӑр.


Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.


Турӑ Хӑйӗн ҫыннисене ҫав вӑрттӑнлӑх ытти халӑхсемшӗн мӗн тери чаплӑ пуянлӑх пулнине уҫса пама кӑмӑл тунӑ. Вӑрттӑнлӑхӗ вара – мухтавне шантаракан хӑвӑр ӑшӑрти Христос.


Ӗненӳпе юратулӑхран килекен ӗҫӗре, Иисус Христос Хуҫамӑр панӑ шанчӑкран килекен чӑтӑмлӑхӑра Туррӑмӑр тата Аттемӗр умӗнче яланах асра тытатпӑр.


Тӑвансем! Сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек кулянмалла ан пултӑрччӗ тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.


Хӑйӗн ырӑлӑхне пула пире савса ӗмӗрлӗх хавхалану тата ырӑ шанчӑк панӑ Иисус Христос Хуҫамӑрпа Атте Туррӑмӑр


Иисус Христоса ӗненсе юратсан вара чун-чӗрем Хуҫамӑрӑн Иисус Христосӑн ырӑлӑхӗпе тулчӗ.


Пире ҫав ырӑлӑх шанчӑк ҫитес телейлӗ куна – хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Туррӑмӑр Иисус Христос мухтавлӑ килес куна – кӗтме вӗрентет.


Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр.


Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.


Ҫавӑнпа та, савнӑ тусӑмсем, ӑс-тӑнӑра ҫивӗчлетӗр, сыхӑ пулӑр. Иисус Христос тепре килсессӗн хӑвӑр ырӑлӑх илессе ҫирӗп шанӑр.


Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, мухтава кӑларнӑ Турра эсир Христос урлӑ ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн ӗненӗвӗрпе шанчӑкӑр – Турӑра.


Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ.


ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн ӳссе ҫитеесчӗ тесе, кӑкӑр ачисем пек, чун-чӗмӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр.


Чун-чӗрӗрте Хуҫа Турра хисеплӗр. Эсир мӗне шанни ҫинчен кам та пулин ыйтсан вара йӑвашшӑн, чунтан хисеплесе хурав пама яланах хатӗр пулӑр.


Ҫакӑ вӑл – пулассин сӑнарӗ: халӗ эпир, ҫӑлӑнас тесе, шыва кӗретпӗр. Шыва кӗни вара ӳт-пӗве ҫуса тасатни мар, таса чунпа пурӑнмашкӑн Турра сӑмах пани. Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать.


Шӑпах ҫакнашкал илемпе пурӑннӑ та Турра шанакан сӑваплӑ хӗрарӑмсем ӗлӗкрех: вӗсем упӑшкисене итленӗ.


Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.


Ӑна шанса пурӑнакан кашни ҫынах, Христос пек таса пуласчӗ тесе, хӑйне тасатать.


Турӑ ачи пулма тивӗҫни ҫылӑха кӗмест, мӗншӗн тесен унӑн чун-чӗринче Турӑ акса хӑварни пур. Турӑ ачи пулнӑран вӑл ҫылӑха кӗме те пултараймасть.


Эй, савнӑ тӑвансем! Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юратулӑх Турӑран килет. Юратакан ҫын – Турӑ ачи, вӑл Турра пӗлет.


Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.


Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть.


Турӑран ҫуралнӑ кашни ҫын тӗнчене ҫӗнтерет. Тӗнчене ҫӗнтернӗ ҫав ҫӗнтерӳ хӑвачӗ – пирӗн ӗненӳ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ