24 Мӗншӗн тесен ҫапла каланӑ: «Пур ҫын та курӑк пек, этемӗн кирек епле чапӗ те курӑк ҫинчи чечек пек. Курӑкӗ типет те, чечекӗ тӑкӑнать,
Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и?
Эсир ыран мӗн пуласса пӗлместӗр: эсир пурӑнни самантлӑх курӑнса ҫухалакан тӗтре пек кӑна.
Тӗнче те пӗтет, тӗнче илӗртӗвӗсем те пӗтеҫҫӗ, Турӑ ирӗкне пурнӑҫлакан вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать.