23 Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ.
Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ.
«Ҫак ытарлӑх акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх вӑл – Турӑ сӑмахӗ.
Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.
Мӗн пурри пӗтӗмпех Сӑмах урлӑ пулнӑ. Мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулса кайман.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.
Чун-чӗм чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт-пӳрен ним усси те ҫук. Манӑн сӑмахӑмсем вара чун-чӗмлӗ те чӗрӗлӗхлӗ.
Вӗсем вилӗмсӗр Туррӑн мухтавне вилӗмлӗ этем, вӗҫен кайӑк, чӗр чун, ҫӗлен-калта сӑнарӗпе ылмаштарнӑ, ҫав кӗлеткесене пуҫҫапаҫҫӗ.
Мӗншӗн тесен Турӑ сӑмахӗ чӗрӗлӗхлӗ, ӗҫлӗхлӗ. Вӑл ик енӗ те ҫивӗч хӗҫрен те ҫивӗчрех. Вӑл пирӗн ӑша ҫав тери тарӑн – чун-чӗрепе шӑм-шак таранах – витерет. Турӑ сӑмахӗ чӗрери ӗмӗт-шухӑша та хакласа уйӑрса илет.
Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.
Хуҫамӑр сӑмахӗ кӑна ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать». Ҫав сӑмаха – Турӑ сӑмахне – сире ӳкӗтлесе вӗрентнӗ те ӗнтӗ.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.
Турӑ ачи пулма тивӗҫни ҫылӑха кӗмест, мӗншӗн тесен унӑн чун-чӗринче Турӑ акса хӑварни пур. Турӑ ачи пулнӑран вӑл ҫылӑха кӗме те пултараймасть.
Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть.