22 Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр.
Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.
Ӗлӗк-авал, Ной вӑхӑтӗнче, карап тунӑ чухне, Турӑ ҫав чунсем пӑхӑнасса чӑтӑмлӑн кӗтнӗ пулин те, вӗсем пӑхӑнман. Вара карап ҫине нумаййӑн та мар, саккӑрӑн ларнӑ та шыв ҫинче ҫӑлӑнса юлнӑ.
Суд часах пуҫланмалла. Пирӗн, Турӑ халӑхӗн, суд умне чи малтан тӑмалла. Суд тума пирӗнтен пуҫлаҫҫӗ пулсан, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнманнисемпе мӗн пулӗ?