Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Петрӑн 1-мӗш 1:18 - Синодальный НЗ

18-19 Пӗлетӗр ӗнтӗ, сире мӑн аслаҫӑрсенченех юлнӑ пушӑ пурӑнӑҫран тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе мар, пӗр ҫитменлӗхсӗр, таса Путек евӗр Христосӑн хаклӑ Юнӗпе тӳлесе илнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Петрӑн 1-мӗш 1:18
28 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ?


Турӑ ҫинчен пӗлеҫҫӗ пулин те, вӗсем Ӑна Турра мухтанӑ пек мухтамаҫҫӗ, тав тумаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсен шухӑшӗсем пушӑ вӗрентӳсем тавра ҫавӑрӑнаҫҫӗ, вӗсен туйми чӗрисем тӗттӗмленнӗ.


Тепӗр тӗлте тата ҫапла каланӑ: «Ӑсчахсен шухӑшӗсем усӑсӑррине Хуҫамӑр пӗлет».


Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ. Ҫавӑнпа ӳт-пӗвӗрпе те, чунӑрпа та Турра мухтава кӑларӑр: вӗсем Туррӑн.


Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ, ҫын чури пулмашкӑн ан килӗшӗр.


Пире ҫак тӗнче усаллӑхӗнчен хӑтарас тесе Иисус Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн Атте Туррӑмӑр ирӗкӗпе Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ.


Ҫавӑнпа та эпӗ сире Хуҫа Турӑ ячӗпе тархаслатӑп: малашне тӗлсӗр те пушӑ ӑс-пуҫлӑ ытти халӑхсем пек ан хӑтланӑр.


Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ.


Ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ пек, сирӗн ӗненӗвӗр те асаппа тӗрӗсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессӗн, пӗтмелли ылтӑнран хаклӑрах ӗненӗвӗр хисепе, мухтава, чапа тивӗҫ пулӗ.


Ӗнтӗ ҫитӗ, ахаль те эсир чӑн Турра пӗлмен халӑхсем пек кӑмӑл хыҫҫӑн кайса чылай вӑхӑт хушши путсӗрленсе, аскӑнланса арҫын арҫынпа е выльӑхпа асса, ясар шухӑшласа, ӗҫке ерсе, намӑссӑр ӗҫкӗ-ҫикӗсем ирттерсе, ирсӗр кӗлеткесене пуҫҫапса пурӑнтӑр.


Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илмешкӗн килнине, Унра ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ