14 Итлекен ачасем пек пулӑр. Турра пӗлмен чухнехи, малтанхи ҫылӑхлӑ кӑмӑла хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр.
Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать.
Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр.
Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ.
Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха.
Хӑвӑра пуш сӑмахпа илӗртсе улталама ан парӑр. Унашкаллисене, Турра хирӗҫҫисене, Турӑ ҫилли ҫитет.