Халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ. Пурте Израиль Туррине мухтанӑ.
Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ.
Ун сӑмахне итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсем Турра мухтарӗҫ. Унтан Павела ҫапла каларӗҫ: «Иисуса ӗненекенсем хушшинче миҫе пин иудей пулнине куратӑн-и, тӑванӑм? Вӗсем пурте Моисей саккунне ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Вара канашра ларакансем апостолсене айӑплама май тупаймасӑр вӗсене юна-юнах кӑларса янӑ. Тата вӗсем халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен пулса иртнӗ ӗҫшӗн пурте Турра мухтанӑ.
Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр.