Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 9:6 - Синодальный НЗ

6 Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна: «Тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай» – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 9:6
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.


«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.


Ун патне паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна хӑй выртакан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус вӗсен ӗненӗвне курнӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна: «Хӑюллӑрах пул, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ.


– Мӗн калама ҫӑмӑлтарах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме?


Лешӗ тӑнӑ та вырӑнне илсе килне кайнӑ.


Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ:


«Ку мӗн капла Турра хурлать? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултартӑр?»


Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла шухӑшласа калаҫнӑ: «Вӑл Турра хурлать! Камах вара Вӑл? Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултарӗ?»


Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем нихӑҫан та вилмӗҫ. Вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ.


Эсӗ Ӑна пур этемпе те пуҫ пулма ирӗк панӑ пекех, Вӑл та Эсӗ шанса панисене пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.


Этем Ывӑлӗ пулнӑран Ӑна Турӑ суд тума та ирӗк панӑ.


Иисус ӑна каланӑ: «Тӑр, сарнӑ вырӑнна ил те утса ҫӳре».


Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ.


«Эней, вырӑну ҫинчен тӑр, сана Иисус Христос сыватать», – тенӗ ӑна Петр. Вӑл вара ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ.


Эсир кама каҫаратӑр, эпӗ те ӑна каҫарӑп. Эпӗ те, кама та пулин каҫарсан, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫаратӑп.


Ҫапла ӗнтӗ эпир Христос ячӗпе вӗрентме янӑскерсем пулатпӑр. Эпир ӳкӗтлеместпӗр, пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлет, ӗнтӗ Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа ҫураҫӑр.


Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Христос урлӑ Турӑ сире каҫарнӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне каҫарӑр.


Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ