Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 9:4 - Синодальный НЗ

4 Иисус, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе тӑрса: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ырӑ мара шухӑшлатӑр? – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 9:4
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус, фарисейсен шухӑшӗсене пӗлсе, вӗсене ҫапла каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хирӗҫсе-пайланса кайсан пушанса юлать; кирек мӗнле хула та, кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать.


Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? Мана пӗр динарийлӗх укҫӑра илсе килсе кӑтартӑр-ха».


Иисус Хӑйӗн чун-чӗмӗпе вӗсен ӑшри шухӑшӗсене ҫав самантрах пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта апла шухӑшлатӑр?


Анчах та Иисус, ҫынсен шухӑшӗсене пӗлсе, вӗсене ҫапла каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хирӗҫсе-пайланса кайсан пушанса юлать. Кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать.


Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эсир мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр?


Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлнӗ, ҫавӑнпа Вӑл алли типнӗ ҫынна: «Тӑр та халӑх умне тух», – тенӗ. Лешӗ тӑнӑ та тухнӑ.


Иисус ун енне ҫавӑрӑнса: «Симон, Ман сана пӗр сӑмах каламали пур», – тенӗ. Симон вара: «Вӗрентекен, кала», – тенӗ.


Хӑйӗнчен мӗн ыйтасшӑн пулнине пӗлсе Иисус ҫапла каланӑ: «Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр, тепӗртакран каллех курӑр, терӗм Эпӗ. Эсир пӗр-пӗринпе ҫавӑн ҫинчен калаҫатӑр-и?


– Ӗнтӗ эпир Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑнине куратпӑр. Эпир ҫӑвар уҫичченех Эсӗ Хӑвӑнтан мӗн ыйтасса пӗлетӗн. Ҫавӑнпа Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр».


Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул.


«Сире ҫакӑ та пӑтраштарать-и? – тенӗ вӗсене Иисус, ҫав сӑмахсемшӗн вӗренекенӗсем ӳпкелешнине пӗлсе тӑрса.


Ҫапах сирӗн хушшӑрта ӗненменнисем те пур». Ҫакна Иисус кам-кам ӗненменнине те, Хӑйне кам сутассине те малтанах пӗлсе тӑнӑран каланӑ.


Петр ӑна каланӑ: «Епле-ха эсир Хуҫа Туррӑн Сывлӑшне улталама калаҫса татӑлтӑр? Акӑ, упӑшкуна пытарса килекенсем алӑкран кӗреҫҫӗ, сана та вӗсем часах йӑтса тухӗҫ».


Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ