Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 9:38 - Синодальный НЗ

38 Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 9:38
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал.


«Канӑҫлӑх пултӑр сире! – саламланӑ вӗсене Иисус тепӗр хут. – Ӗнтӗ Аттем Мана сире вӗрентме янӑ пекех, Эпӗ те сире ыттисене вӗрентме яратӑп».


Эсир марччӗ-и-ха: „Тепӗр тӑватӑ уйӑхран тырӑ вырмалла пулать“, – тесе калаканнисем? Эпӗ сире калатӑп: куҫӑрсене уҫса тырӑ пуссине сӑнӑр-ха: тырри пиҫсе ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ ӗнтӗ.


Пӗррехинче, вӗсем Хуҫамӑра кӗлтуса типӗ тытнӑ вӑхӑтра, Святой Сывлӑш ҫапла каланӑ: «Эпӗ Варнавӑпа Савла ятарлӑ ӗҫ валли чӗнсе илнӗ, вӗсене ҫав ӗҫӗме тума ярӑр».


Тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ӗненекенсем ҫав хушӑра Турӑ сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ.


Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне апостол тунӑ, хӑшне – пророк, тата тепӗрне – вӗрентекен. Турӑ хӑшне хӑват кӑтартма вӑй панӑ, хӑшне сыватас пултарулӑх панӑ. Ҫавнашкалах хӑшне пулӑшас пултарулӑх, хӑшне ертсе пырас пултарулӑх, тата теприсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫас пултарулӑх панӑ.


Вара Вӑл хӑшӗсене апостол, хӑшӗсене пророк, хӑшӗсене Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен, хӑшӗсене вӗрентӳҫӗсемпе чун кӗтӳҫисем тунӑ.


Ҫапла ӗнтӗ, тӑвансемӗр, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пытӑрччӗ, хӑвӑр патӑрти пекех мухтавлӑ пултӑрччӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ