36 Ушкӑн-ушкӑн халӑха курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ: арпашса та саланса кайнӑ ҫынсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ.
Чи малтан Израиль халӑхӗ патне кайӑр, вӗсем ӗнтӗ ҫӗтсе кайнӑ сурӑхсем пекех.
Кимӗ ҫинчен ансан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вара Иисус, хӗрхенсе, вӗсен хушшинчи чирлисене сыватнӑ.
«Турӑ Мана Израиль ӑрӑвӗн ҫӗтсе кайнӑ сурӑхӗсем патне кӑна янӑ», – тесе тавӑрнӑ Иисус.
Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халтан каясран Ман вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест».
Ҫыран хӗррине тухсан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Вара Иисус вӗсене чылай вӗрентнӗ.
«Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: ҫынсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫиме вӗсен нимӗн те ҫук.
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.
Пӗлменнипе е аташнипе ҫылӑха кӗнисене вӑл хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесен хӑй те ҫитменлӗхсӗр мар.