33 Усалне хӑваласа кӑларсан чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ. «Израильте кунашкалли нихӑҫан та пулманччӗ», – тесе калаҫнӑ халӑх тӗлӗнсе.
Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ.
Вӗсем тухса кайнӑ чух Иисус патне усал ернӗ чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ.
Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ.
Пӗррехинче Иисус чӗлхесӗр тӑвакан усала ҫын ӑшӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Усалӗ тухсан чӗлхесӗр ҫын калаҫма пуҫланӑ; вара халӑх тӗлӗнсех кайнӑ.
Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ. Унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫавӑрӑнса: «Калатӑп сире, кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ», – тенӗ.