31 Анчах та тухса кайсанах вӗсем ҫав таврара пур ҫӗрте те Ун ҫинчен калаҫса ҫӳренӗ.
Ҫав вӑхӑтра Иисус пирки ҫӳрекен сас-хура Галилея пуҫлӑхӗн Иродӑн хӑлхине те кӗнӗ.
Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек сас-хура сарса ҫӳренӗ. Ҫак суя сӑмах иудейсем хушшинче халичченех ҫӳрет.
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Ҫак ӗҫ пирки йӗри-таврах хыпар сарӑлнӑ.
Часах пӗтӗм Галилея тӑрӑхӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
Иисус ҫынсене ҫак ӗҫ пирки никама та калама хушман. Анчах чарнӑҫемӗн вӗсем ытларах та ытларах калаҫса ҫӳренӗ.
Иисус вара Сывлӑшпа хӑватланса Галилейӑна тавӑрӑннӑ. Ун ҫинчен пӗтӗм таврана хыпар сарӑлнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗтӗм таврана Иисус ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
Апла пулин те Иисус ҫинчен ытларах та ытларах ырӑ ят сарӑлнӑ. Вӑл вӗрентнине итлеме те, чир-чӗртен сывалма та Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.
Вара Ун ҫинчен ҫапла калаҫни пӗтӗм Иудейӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене сарӑлнӑ.