30 Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус.
Вӗсене Иисус Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман.
Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр».
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Иисус ун ҫине ҫирӗппӗн пӑхнӑ та ӑна ҫав самантрах кайма хушнӑ.
Иисус вара вӗсене Хӑй ҫинчен пӗлтерме хыттӑнах чарнӑ.
Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ.
«Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ».
Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Анчах Иисус вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен никама та калама хушман.