29 Унтан Вӑл суккӑрсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр».
Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «Эй, хӗрарӑм! Санӑн ӗненӗвӳ чӑнласах та ҫирӗп, ху ыйтнӑ пек пултӑр эппин». Вара унӑн хӗрӗ ҫав самантрах сывалнӑ.
Иисус, хӗрхенсе, вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те, икӗ суккӑр ҫын ҫав самантрах куракан пулнӑ. Вара вӗсем те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Унтан Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана». Тарҫи ҫав самантрах сывалнӑ вара.
Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ.
Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. «Эсир ыйтнине Эпӗ тума пултарасса ӗненетӗр-и эсир?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ӗненетпӗр, Хуҫамӑр!» – тенӗ Ӑна вӗсем.
Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ каях, ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Вӑл вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.