28 Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. «Эсир ыйтнине Эпӗ тума пултарасса ӗненетӗр-и эсир?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ӗненетпӗр, Хуҫамӑр!» – тенӗ Ӑна вӗсем.
Ҫав кунхинех Иисус килтен тухнӑ та тинӗс хӗррине кайнӑ. Вӑл унта вӗрентсе ларнӑ.
Унтан Иисус, халӑхпа сывпуллашсан, вӗренекенӗсемпе пӗрле килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫум курӑкпа ана ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарса пама ыйтнӑ.
Вӗсем ӗненменрен Иисус унта хӑватсем нумаях туман вара.
Иисус, Петр килне пырсан, унӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнине курнӑ.
Сасартӑк Иисус патне пӗр юхан-суранлӑ ҫын ҫывхарнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах».
Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ.
Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ.
Унтан Вӑл суккӑрсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр».
Мана ӗненсе пурӑнакан кирек кам та нихӑҫан та вилмӗ. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и?»
«Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха Эпӗ сана?» – тенӗ ӑна Иисус.
Павел вӗрентнине вӑл та итленӗ. Ҫавӑн чухне Павел ун ҫине пӑхнӑ та уксах-чӑлахӑн сывалмалӑх ӗненӗвӗ пуррине асӑрханӑ.