27 Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ.
Авраампа Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ Иисус Христосӑн йӑх-несӗл тымарӗ.
суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать.
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.
«Хуҫамӑр, ывӑлӑма хӗрхенсем: уйӑх ҫӗнелсен вӑл усал ернипе питӗ асапланать; тӑтӑшах е вута, е шыва сикет, – тенӗ ҫав ҫын.
Иисуспа вӗренекенӗсем Иерихон ятлӑ хуларан тухнӑ чухне Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине курсан тата ачасем те: «Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна!» – тесе мухтаса кӑшкӑрнине илтсен аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем питӗ ҫилленсе кайнӑ.
«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. «Эсир ыйтнине Эпӗ тума пултарасса ӗненетӗр-и эсир?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ӗненетпӗр, Хуҫамӑр!» – тенӗ Ӑна вӗсем.
Мӑн асаттемӗрӗн Давидӑн Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патшалӑхӗ мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!»
– Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вута та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ. Хӗрхенсем пире, мӗн те пулин тума пултарсан, пулӑшсам».
«Епле-ха тата Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ?
Ҫавӑн чухне Иисус нумай ҫынна чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, суккӑр ҫынсенчен чылайӑшне куракан тунӑ.
Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралнӑ Вифлеемран килмелле темен-им Ҫырнинче?»
Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ.
Израиль ӑрӑвӗнченех паллӑ мӑн асаттемӗрсем тухнӑ. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Христос та ҫуралнӑ тӑрӑх вӗсен хушшинченех. Вӑл – аслӑран та аслӑ Турӑ. Аминь.