25 Халӑха кӑларсан Вӑл пӳлӗме кӗнӗ те хӗре аллинчен тытнӑ, вара хӗр тӑнӑ.
Иисус ун патне пынӑ та аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн чирӗ ҫавӑнтах иртсе кайнӑ, вара вӑл вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
Унтан хӗр ачана аллинчен тытнӑ та: «Талифа куми!» – тенӗ. Ку: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» – тенине пӗлтерет.
Иисус ҫав суккӑр ҫынна ялтан ҫавӑтса тухнӑ та унӑн куҫне сурчӑкпа йӗпетсе шӑлса, ун ҫине аллине хурса ыйтнӑ: «Мӗн те пулин куратӑн-и?»
Анчах та Иисус ӑна аллинчен тытса тӑратнӑ та, вӑл тӑнӑ.
Вара Иисус пурне те тухма хушса хӗре аллинчен тытнӑ та хыттӑн каланӑ: «Хӗрӗм, тӑр!»