23 Унтан Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен Вӑл хӑйсен йӑлипе виле ҫинче кӗвӗ калакансене, ним тума аптӑранӑ ҫынсене курнӑ.
„Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр, эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“.
Вӗсем урамра пӗр-пӗрне ҫапла кӑшкӑрса ларакан ачасем евӗрлӗ: „Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр. Эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“.
Павел анчӗ те, ҫамрӑк ҫын ҫине пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ. «Ан кулянӑр, – терӗ вӑл, – унӑн чунӗ тухман-ха!»
Петр вӗсемпе пӗрлех кайнӑ. Ҫитсенех ӑна хӑтлӑ пӳлӗме илсе кӗнӗ. Куҫҫульленнӗ тӑлӑх арӑмсем Тавифа хӑйсем валли ҫӗленӗ кӗпе-тумтире Петра кӑтартма пуҫланӑ.
– Кунта текех кӗсле калани те, юрлани те, шӑхлич калани те, труба сасси те илтӗнмӗ. Кунта текех ӑстасем те, ал ӗҫӗ тӑвакансем те пулмӗҫ. Кунта текех ал арманӗ сасси те илтӗнмӗ.