Вара ачан ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑх та, унӑн кил-йышӗсем те пурте Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Вӑл чылай кун хушши ҫапла хӑтланчӗ. Вара Павел, тарӑхса кайса, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те: «Иисус Христос ячӗпе эпӗ сана хӗрарӑм ӑшӗнчен тухма хушатӑп!» – терӗ усал сывлӑша. Ҫав самантрах усал сывлӑш ун ӑшӗнчен тухрӗ.