Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 9:2 - Синодальный НЗ

2 Ун патне паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна хӑй выртакан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус вӗсен ӗненӗвне курнӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна: «Хӑюллӑрах пул, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 9:2
32 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ.


Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.


Эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире.


Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ.


Каҫ пулсан Иисус патне усал ернӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вӑл усал сывлӑшсене сӑмахӗпех хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ.


Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ.


– Мӗн калама ҫӑмӑлтарах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме?


Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна: «Тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай» – тенӗ.


Хӗвел ансан, каҫ пуласпа, Иисус патне чирлисемпе усал ернисене пурне те иле-иле пынӑ.


Иисус чарӑннӑ та ӑна чӗнсе илме хушнӑ. Вара ҫынсем хайхи суккӑра: «Ан хӑра, тӑр, Вӑл сана пыма хушать», – тенӗ.


«Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус.


Вӑл пурин куҫне те курӑннӑран вӗсен сехри хӑпнӑ та. Иисус вара ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ.


Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».


Ӑна ҫын ҫинчен кӑтартса пани кирлӗ пулман, Вӑл Хӑех ҫынна витӗр курса тӑнӑ.


«Ачасем, сирӗн ҫимелли мӗн те пулин пур-и?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ҫук ҫав», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем.


Павел вӗрентнине вӑл та итленӗ. Ҫавӑн чухне Павел ун ҫине пӑхнӑ та уксах-чӑлахӑн сывалмалӑх ӗненӗвӗ пуррине асӑрханӑ.


Чирлисене Павелӑн ал шӑллийӗпе е саппунӗпе витсен, лешсем сывалнӑ. Вӗсен ӑшӗнчи усал сывлӑшсем те туха-туха тарнӑ.


Тепӗр каҫхине вара ӑна Хуҫамӑр курӑннӑ. «Хастар пул! – тенӗ Вӑл. – Эсӗ Ман пирки Иерусалимра мӗнле ҫирӗплетсе пӗлтертӗн, Римра та ҫавнашкалах пӗлтерӗн-ха».


Ку анчах мар-ха. Иисус Христос Хуҫамӑр пире халӗ Турӑпа ҫураҫтарнӑ. Ҫавӑнпа та, Иисуса пула, эпир Турӑпа мухтанатпӑр.


Анчах кам та пулин ҫапла калама пултарать: «Пӗрин ӗненӗвӗ пур, теприн – ӗҫӗ». Ӗҫӳпе ҫирӗплетмен ӗненӗве эсӗ мана епле кӑтартӑн? Эпӗ вара сана хам ӗненнине ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ