18 Иисус вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ чухне пӗр пуҫлӑх Ун патне пынӑ та пуҫҫапсах каланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, Эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсам, вара вӑл чӗрӗлӗччӗ».
Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ. Апла тусан хутаҫӗ ҫурӑлса каять те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять. Ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлаҫҫӗ».
Ҫавӑн чух синагога пуҫлӑхӗ, Иисус ҫав хӗрарӑма шӑмат кун сыватнӑшӑн ҫилленсе, халӑха каланӑ: «Эрнере ултӑ кун пур, пӗтӗм ӗҫе ҫав кунсенче тумалла. Чиртен сывалма эсир шӑмат кун мар, ытти кунсенче килӗр!» – тенӗ.
Ашшӗ унӑн сив чирпе тата юнлӑ варвиттипе аптӑраса вырӑнпах выртатчӗ. Павел вара Публий ашшӗ выртакан пӳлӗме кӗчӗ те, кӗлтуса, ун ҫине аллине хурса, сыватрӗ.