Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 9:16 - Синодальный НЗ

16 Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть. Апла тусан ҫӗнӗ саплӑкӗ кивӗ пирне тӑпӑлтарса кӑларӗ, ҫӗтӗкӗ вара татах пысӑкланӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 9:16
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне кулянӗҫ-и? Анчах та акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ.


Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ. Апла тусан хутаҫӗ ҫурӑлса каять те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять. Ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлаҫҫӗ».


Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть. Апла тусан ҫӗнӗ саплӑкӗ кивӗ пирне тӑпӑлтарса кӑларӗ, ҫӗтӗкӗ вара татах пысӑкланӗ.


Унтан Вӑл тепӗр ытарлӑх каласа панӑ: «Никам та ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе кивӗ тумтир ҫине саплӑк лартмасть. Апла тусан вӑл ҫӗнӗ тумтирне те пӑсать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест.


Калас сӑмахӑм татах нумай, анчах та эсир халӗ пурне те ӑнланаймӑр.


Ӗнтӗ ҫаксем виҫҫӗшӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юратулӑх – ӗмӗр-ӗмӗр пулӗҫ, анчах та аслӑраххи – юратулӑх.


Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ – ӗненекенсене пулӑшасси – вӗсен ҫитменнине ҫитерет кӑна мар, чылайӑшӗн чунӗнче Турра туллин тав тӑвас ӗмӗт ҫуратать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ