15 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне кулянӗҫ-и? Анчах та акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ.
Павелпа Варнава кашни ӗненекен ушкӑнрах алӑ хурса пресвитерсем уйӑрса лартнӑ. Вара апостолсем типӗ тытса кӗлтунӑ та вӗсене хӑйсем ӗненекен Хуҫамӑр аллине парса хӑварнӑ.
Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр. Пӑрӑнас пулсан та, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса, вӑхӑтлӑха, пӗтӗм чун хавалӗпе типӗ тытасчӗ, кӗлтӑвасчӗ тесе пӑрӑнӑр. Унтан каллех пӗрле пулӑр. Ахальлӗн, хӑвӑра тытса чарма йывӑррине курса, сире шуйттан илӗртсе улталӗ.
Вара эпӗ, Иоанн, сӑваплӑ хулана – ҫӗнӗ Иерусалима – куртӑм. Вӑл ҫӳлтен, Турӑ патӗнчен анатчӗ. Хӑйне, ҫураҫнӑ хӗре пулас упӑшки валли тирпейлесе тумлантарнӑ пек, хатӗрленӗ.