14 Ҫавӑн чухне Ун патне Иоанӑн вӗренекенӗсем пынӑ те ҫапла ыйнӑ: «Фарисейсем те, эпир те нумай типӗ тытатпӑр, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ?»
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне кулянӗҫ-и? Анчах та акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ.