Ӑна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан юратмаллине те, ҫывӑх ҫынна хӑвна юратнӑ пек юратмаллине те Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫак пил-хушусене тытса пыни кирек епле парнерен те – пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнинчен те, ыттисенчен те – пахарах».
Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: Хуҫамӑр Хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хӗрхенсе чӑтни. Вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе кӗтет.