10 Пӗррехинче Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем пӗр пӳртре апат ҫинӗ. Ҫавӑн чухне налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумайӑшӗ пынӑ та вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ.
«Мӗншӗн-ха сирӗн Вӗрентекенӗр налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» – тенӗ ҫакна курсан фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус налук пухмалли ҫурт умӗпе иртсе пынӑ. Вӑл унта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ та ӑна: «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ. Вара лешӗ тӑнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлеменнине пӗлетпӗр вӗт-ха. Вӑл Хӑйне хисеплекене, Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлакана кӑна итлет.