1 Унтан Иисус кимӗ ҫине ларса каялла ишсе каҫнӑ та Хӑй пурӑнакан хулана тавӑрӑннӑ.
Вӑл Завулонпа Неффалим тӑрӑхне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине, Назаретран пурӑнма куҫнӑ.
Сӑваплӑ япалана йытӑсене пӑрахса ан парӑр, хаклӑ ӗнчӗ шӑрҫана та сыснасем умне ан сапалӑр – вӗсем ӑна таптӗҫ кӑна, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ».
Хӑй тавра халӑх пит нумай пухӑннине асӑрхасан вӗренекенӗсене Иисус кимӗпе тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ.
Иисус кимӗ ҫине ларсан вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле ларнӑ.
Иисус тинӗс леш енчен кимӗпе каялла тавӑрӑннӑ. Хӑй патне халӑх йышлӑ пухӑннӑран Вӑл пӗр вӑхӑт тинӗс хӗрринчех пулнӑ.
Гадара таврашӗнчи пӗтӗм халӑх питӗ хӑранипе Иисуса хӑйсем патӗнчен кайма тархасланӑ. Иисус кимӗ ҫине ларса каялла тавӑрӑннӑ.
Иисус каялла тавӑрӑнсан, халӑх Ӑна хапӑл туса йышӑннӑ, мӗншӗн тесен пурте Вӑл килессе кӗтнӗ.
– Тӳрӗ мар ҫын усал тусах пурӑнтӑр, ирсӗрри татах ирсӗрлентӗр. Тӳрӗ ҫын ырӑ тусах пурӑнтӑр, сӑвапли тата сӑваплӑрах пултӑр».