Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 8:6 - Синодальный НЗ

6 «Хуҫамӑр, килте ман тарҫӑм хускалайми асапланса вырӑнпах выртать».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 8:6
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.


«Эпӗ пырӑп, ӑна сыватӑп», – тавӑрса каланӑ Иисус.


Ун патне паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна хӑй выртакан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус вӗсен ӗненӗвне курнӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна: «Хӑюллӑрах пул, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ.


Хӑйпе калаҫнӑ ангел курӑнми пулсан, Корнилий икӗ тарҫине тата шанчӑклӑ, Турра хисеплекен хӑйӗн пӗр салтакне чӗнсе илнӗ.


Мӗншӗн тесен усал ернӗ чылай ҫын ӑшӗнчен усал сывлӑшсем кӑшкӑра-кӑшкӑра тухса тарнӑ, паралич ҫапнисем тата уксах-чӑлахсем сывалнӑ.


Ҫавӑнта сакӑр ҫул хушши вырӑнпа выртакан, паралич ҫапнӑ Эней ятлӑ пӗр ҫын пулнӑ.


ҫавӑнпа грек та, иудей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук. Христос кӑна пур; Вӑл – пӗтӗмпех, Вӑл – пуринче те.


Эй, хуҫасем! Чурӑрсемпе тӗрӗс те тӳрӗ пулӑр. Ҫакна астусах тӑрӑр: сирӗн те тӳпере Хуҫӑр пур.


Хӑш чурасен хуҫисем хӑйсем те Турра ӗненеҫҫӗ пулсан, вӗсем пирӗн ӗненекен тӑвансем-ха тесе, чурасен хӑйсен хуҫисене хисеплемесӗр тӑмалла мар. Пачах урӑхла, хуҫисем хӑйсен савнӑ ӗненекен тӑванӗсем, ырӑ тӑваканӗсем пулнине кура, чурасен хуҫисемшӗн тата лайӑхрах тӑрӑшса ӗҫлемелле. Ҫапла ӳкӗтлесе вӗрент.


Ӗнтӗ тек вӑл саншӑн чура мар, ҫывӑх ҫынну, савнӑ ӗненекен тӑвану. Вӑл маншӑн хаклӑ ҫыннӑм пулчӗ, саншӑн тата пахарах пулӗ. Эсӗ ӑна ҫынлӑхӗшӗн ҫеҫ мар, Хуҫамӑр урлӑ тӑван пулнишӗн те килӗштерӗн-ха.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ