Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 8:5 - Синодальный НЗ

5 Иисус Капернаума ҫул тытнӑ. Хулана ҫитсен Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пырса ҫапла тархасланӑ:

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 8:5
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эсӗ те, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса кайӑн. Сан урамусенче кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсан вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ.


Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»


Вӑл Завулонпа Неффалим тӑрӑхне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине, Назаретран пурӑнма куҫнӑ.


Унтан Иисус кимӗ ҫине ларса каялла ишсе каҫнӑ та Хӑй пурӑнакан хулана тавӑрӑннӑ.


Иисуса хирӗҫех тӑракан Рим ҫӗрпӗвӗ вара, Иисус ҫапла кӑшкӑрса юлашки сывлӑшне кӑларса янине курса: «Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!» – тенӗ.


Иисус каллех Капернаума пырсан темиҫе кунранах Вӑл килне тавӑрӑнни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.


Анчах та хӑйне тӑсса хурса чӗнсемпе ҫыхсан Павел юнашар тӑракан ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Рим гражданинне судсӑр-мӗнсӗрех ҫаптарма сире кам ирӗк панӑ?»


Павел ҫӗрпӳсенчен пӗрне чӗнсе илтернӗ те ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак ачана пинпӳ патне ертсе кайӑр-ха, унӑн ӑна темскер каламалли пур».


Вара, икӗ ҫӗрпӗве чӗнсе илсе, ҫапла хушнӑ: «Ик ҫӗр салтак, ҫитмӗл юланут тата ик ҫӗр ухӑҫӑ хатӗрлӗр. Каҫхине тӑхӑр сехетсенче вӗсен Кесарине каймалла.


Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫласан тин матроссем, кӗтни аранах ҫитрӗ тесе, ҫула тухрӗҫ те Крит ҫыранӗ ҫумӗпе ишсе пычӗҫ.


Ҫӗрпӳпе салтаксене Павел ҫапла каларӗ: «Кусем карап ҫинчех юлмасан, эсир ҫӑлӑнаймӑр».


Анчах та ҫӗрпӳ, Павела ҫӑлса хӑварас тесе, вӗсене чарчӗ. Вӑл ишме пӗлекенсене шыва малтан сиксе ҫырана тухма хушрӗ.


Петр апостол ун чухне Лиддӑра пулнӑ. Лидда Иоппирен инҫех пулман пирки ӗненекенсем Петр патне икӗ ҫынна янӑ, вӗсем ӑна хӑвӑртрах хӑйсем патне пыма чӗннӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ