Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 8:4 - Синодальный НЗ

4 «Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 8:4
31 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара сире Мана пула пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Вӗсем умӗнче тата урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче сирӗн Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермелле пулӗ.


Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене Хӑй, Иисус, Турӑ Суйласа илни пулнине никама та калама хушман.


Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр».


Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ.


«Эпӗ пророксен сӑмахӗсене е Моисей саккунне пӑсма килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ пӑсма килмен, туса ҫитерме килнӗ.


«Асӑрханӑр, чухӑнсене пулӑшас ӗҫе ҫынна кӑтартасшӑн ан тӑвӑр, унсӑрӑн сире Ҫӳлти Аҫӑртан сӑвап пулмӗ.


Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус.


Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ.


Иисус вара вӗсене Хӑй ҫинчен пӗлтерме хыттӑнах чарнӑ.


Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ.


Иисус ҫынсене ҫак ӗҫ пирки никама та калама хушман. Анчах чарнӑҫемӗн вӗсем ытларах та ытларах калаҫса ҫӳренӗ.


Иисус вӗсене Хӑй ҫинчен никама та калама хушман.


Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман.


Иисус вӗсене асӑрхасан каланӑ: «Эсир кайӑр та священниксене курӑнӑр». Вара лешсем ҫулпа пынӑ чухнех чиртен тасалнӑ.


Ҫакӑ йӑлтах Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн пулӗ.


Усал сывлӑшсем те нумай ҫын ӑшӗнчен: «Эсӗ – Христос, Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Иисус вӗсене Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.


«Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ».


Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Анчах Иисус вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен никама та калама хушман.


Анчах Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман.


Ҫын мухтани Мана ним тума та кирлӗ мар.


Хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн ҫеҫ мухтав шырать. Кам Хӑйне кунта Яраканшӑн мухтав шырать, Вӑл чӑннине калать; Унӑн чӗри ултавсӑр.


Тепӗр тесен, Мана мухтав кирлӗ мар. Мухтава кӑлараканни тата Суд тӑваканни вара – Урӑххи.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ