34 Вара пӗтӗм хула халӑхӗ Иисуса хирӗҫ тухнӑ. Ӑна курсан хӑйсен ҫӗрӗ-шывӗнчен кайма йӑлӑннӑ.
Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн».
Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ.
Иисуса курсан вӑл кӑшкӑрса янӑ та Ун умне ӳксе хытӑ сасӑпа: «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Тархасласа ыйтатӑп, ан асаплантар мана!» – тенӗ.
Вара вӗсем пырса каҫару ыйтнӑ; тӗрмерен илсе тухсан, вӗсене хуларан кайма тархасланӑ.