Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 8:32 - Синодальный НЗ

32 «Кайӑрах», – тенӗ вара Вӑл усалсене. Вӗсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Ҫавӑнтах пӗтӗм сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ те путса вилнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 8:32
10 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Усалсем Иисуса: «Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, кӗтӳри сыснасем ӑшне кӗме хушсам», – тесе йӑлӑннӑ.


Сысна пӑхакансем вара хулана чупнӑ, ҫитсессӗн, мӗн-мӗн пулса иртнине, усал ернӗ ҫынсене мӗн пулнине те каласа кӑтартнӑ.


Иисус ҫавӑнтах вӗсене ирӗк панӑ. Вара усал сывлӑшсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Унтан сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ, пурте путса вилнӗ. Кӗтӳре икӗ пине яхӑн сысна пулнӑ.


Усал сывлӑшсем ҫын ӑшӗнчен тухнӑ та сыснасем ӑшне кӗнӗ. Вара сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан кӳлле сикнӗ те путса вилнӗ.


Мӗн пулмаллине, Эсӗ Хӑвӑн вӑй-хӑватупа, Хӑвӑн ирӗкӳпе палӑртса хунине вӗсем пурнӑҫларӗҫ.


Кайран, пин ҫул иртсессӗн, шуйттана тӗрминчен кӑларӗҫ. Вӑл тӗнчен тӑватӑ кӗтессинчи халӑхсене, Гог тата Магог текенскерсене, илӗртсе улталаса ҫӳрӗ, вӗсене вӑрҫа хатӗрленмешкӗн пӗр ҫӗре пуҫтарӗ. Вӗсен шучӗ – тинӗс ҫыранӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлех.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ