Иисус, халӑх васкаса пуҫтарӑннине курса, усал сывлӑша чарса каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, сана хушатӑп: тух ун ӑшӗнчен, текех нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр!»
Эпӗ вӗсене никам тӑвайман ӗҫсене туса кӑтартман пулсан вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем Эп тунӑ ӗҫсене курчӗҫ, пурӗпӗрех Мана та, Аттеме те кураймаҫҫӗ.