26 «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.
Иисус вара вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла каланӑ: «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр?
Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ.
Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и?
«Ҫиле те, тинӗсе те итлеттерме пултараканскер, Кам пулчӗ-ши Ку?» – тенӗ вара ҫынсем тӗлӗнсе.
Иисус ӑна чарса ҫапла каланӑ: «Чарӑн! Тух ун ӑшӗнчен!» Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех урайне ӳкернӗ те нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ.
Авраам Турӑ шантарни пирки иккӗленмен, ӗненмесӗр тӑман, Турра мухтаса ҫирӗп ӗненнӗ.
Аллинче унӑн пысӑках мар, уҫӑ ҫыру тӗркемӗччӗ. Сылтӑм урипе вӑл тинӗс ҫине пусрӗ, сулахаййипе – ҫӗр ҫине,