24 Тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, кимме путарасла хумсем ҫапа пуҫланӑ. Иисус ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ пулнӑ.
Иисус кимӗ ҫине ларсан вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле ларнӑ.
Вӗренекенӗсем Иисуса пырса вӑратнӑ та: «Эй, Хуҫамӑр, ҫӑл пире, пӗтетпӗр», – тенӗ.
Ишсе пынӑ чух Иисус ҫывӑрса кайнӑ. Кӳлӗ ҫинче ҫил-тӑвӑл тухнӑ. Хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑран вӗсем хӑрушӑ инкеке кӗрсе ӳкнӗ.
Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп. Сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе Эпӗ унта пулмарӑм. Халӗ ӗнтӗ каяр!»