Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 8:22 - Синодальный НЗ

22 Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 8:22
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗренекенӗсенчен тепри Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан».


Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус налук пухмалли ҫурт умӗпе иртсе пынӑ. Вӑл унта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ та ӑна: «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ. Вара лешӗ тӑнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.


Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, налук пухмалли ҫуртра лараканскере, курнӑ. «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫӗнчен кайнӑ.


Ку ывӑлӑм манӑн вилнӗччӗ, халӗ акӑ чӗрӗлчӗ! Ҫухалнӑччӗ, акӑ тупӑнчӗ!“ Унтан вӗсем ӗҫсе-ҫисе савӑнма пуҫланӑ.


Шӑллу тавӑрӑннӑшӑн хӗпӗртемелле, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗччӗ, халӗ чӗрӗлчӗ; ҫухалнӑччӗ, халӗ тупӑнчӗ!“»


«Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ Вӑл тепӗр ҫынна. Лешӗ вара ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан».


«Вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр. Эсӗ вара кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре», – тенӗ ӑна Иисус.


Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шут тытнӑ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та: «Атя Ман хыҫӑмран», – тенӗ.


Ҫак сӑмахсене Иисус Петр мӗнле вилессе, вилӗмӗпе те Турра мухтава кӑларасса систерсе каланӑ. «Ман хыҫҫӑн пыракан пул», – тенӗ унтан Вӑл Петра.


«Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эсӗ Ман хыҫҫӑн пыракан пул».


Турӑ йӗркине пӑснӑран тата ҫылӑхлӑ пулнӑран эсир те вилӗччӗ.


Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ».


Ҫылӑхӑрсене пула, ӳт кастарманнине пула эсир те вилӗччӗ. Анчах та Турӑ, сирӗн ҫылӑхсене каҫарса, сире те Унпа пӗрле чӗртнӗ.


Киленсе кӑна пурӑнакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ пулать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ